Пĕтĕм чăваш диктанчĕ -2018
Паян, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче ,Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаҫат, Чăваш наци радиовĕ ,Чăваш наци телевиденийĕ, И.И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕ тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттерчĕҫ .Акцин тĕп тĕллевĕ- чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.
Октябрьскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул ачисемпе вĕрентекенĕсем те ҫак акцине тулли кăмăлпа хутшăнчĕҫ.