«Туслăх хĕлхемĕ»

«Туслăх хĕлхемĕ»

Паян, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн Наци вĕренĕвĕн центрĕ Аслă Вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Туслăх хĕлхемĕ» / «Искорка дружбы» республика  шайĕнчи фестивале ирттерчĕ.

 Фестивалĕн республика тапхăрне районта/хулара малти вырăна тухнă ачасем пуçтарăнчĕç. Вěсен хушшинче Сěнтěрвãрри районěнчи Октябрьски вãтам шкулти 3 класра вěренекен Кириллов Николай Владимирович та хутшãнчě.

«Сăмах илемĕ»,  «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри», «Чăваш ташши», «Чăваш апачĕ» номинацисенче 400 ачана яхăн тупăшрĕç. Кашни номинацинче ачасен ĕçне компетентлă жюри членĕсем хакларĕç. Вĕсем хушшинче паллă поэтесса Альбина Юрату, халăх артистки Лидия Попова, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Сергей Федотов, паллă юрăç Тамара Ишмуратова, Чăваш Республикин ташă искусстви федерацийĕн ертÿçи Екатерина Петрова, ЧППУ доценчĕ Николай Осипов, культура институчĕн преподавателĕ Григорий Салюков, паллă технолог, технологипе коммерци техникумĕн преподавателĕ Анастасия Старостина.

 «Сăмах илемĕ» номинацинче Кириллов Николай призёр пулма тивěçлçě пулчě! Çак çитěнÿпе эпир ãна пурте саламлатпãр!