«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019»

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019»

Чăваш чĕлхи кунне, Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 550 çул çитнине тата Раççейри театр çулне халалласа  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2019» акци ирттереççĕ. Вăл 2019 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта тата уйрăм вырăнсенче иртет.  Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.  Ҫак тӗллеве пурнӑçлама Йĕркелÿ комитечĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн «Республика» хаçачĕн корреспонденчĕ, Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин профессионал çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чӑваш Республикин çамрăксен премийĕн лауреачĕ Владислав Николаев çыравçă, журналист, куçаруçă Тани Юн пултарулăхне халалласа çырнă  «Мăнаçлăхăмăр, мухтавăмăр…»  текста суйласа илнĕ.

Октябрьски шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем те кашни çулах çак акцие хаваспах хутшӑнаççӗ. Кӑçал та 51 çын диктант çырма кӑмӑл турӗ. Вӗсенчен 14 вӗренекенпе вӗрентекен «5» паллӑ илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

Мясникова И.Л.,  Васильева Т.А., чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗсем