«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, ҫутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. 

Паян 12.00 сехетре Чăваш Енре Паллă ҫынсен çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2022» акци иртрӗ. Кăҫал акци вуннăмĕш хут пулчĕ. Акцие йĕркелекенсем: Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци телерадиокомпанийĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш наци конгресĕ.

Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Ҫак тӗллеве пурнӑçлама «Уҫлăхра – икĕ космонавт» текста  илнӗ.  

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Октябрьски шкул ачисемпе вӗрентекенӗсем те кашни çулах çак акцие хаваспах хутшӑнаççӗ. Кӑçал та 73 çын диктант çырма кӑмӑл турӗ.