Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ
Паян – Пĕтĕм тĕнчери тӑван чĕлхе кунĕ. Ҫак куна 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн Генеральнӑй конференцийӗн 30-мӗш сессийӗнче палӑртма йышӑннӑ, чӗлхесен тата культурӑсен пуянлӑхне упраса хӑварас тата аталантарас тĕллевпе 2000-мĕш ҫултан уявлаҫҫĕ. Тӑван чӗлхе кунне нарӑсӑн 21-мӗшӗнче палӑртни Бангладеш тӗп хулинче, Даккере, 1952 ҫулта тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, хӑйсен чӗлхине ҫӗр-шывӑн патшалӑх чӗлхисенчен пӗри тесе йышӑнма ыйтса демонстрацие тухнӑ студентсене полицейскисем персе вӗлернине асра тытнипе ҫыхӑннӑ.
Кашни халăхăн чĕлхи хăйне евĕрлĕ. Авал пĕр халăха тепринчен чĕлхине пăхса уйăрнă. Хăйне кăна тивĕçлĕ чĕлхе пулмасан халăха уйрăм халăх вырăнне те хуман. Пĕр миллион çын калаçакан чĕлхе аслă чĕлхе шутланать. Çавăн пек чĕлхесен йышне чăваш чĕлхи те кĕрет.
Чĕлхере халӑх кӑмӑлĕ, шухӑшĕ, туйӑмĕ, сӑнарлӑхĕ палӑрать. Тӑван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Тӑван ҫĕр-шыва юратасси тӑван чĕлхерен, анне сĕчĕпе кĕнĕ чĕлхерен пуҫланать. Чĕлхе çын ăс-тăнне йĕркелет, тавра курăмне аталантарать. Кашни халăх чĕлхине шута хуни тата хисеплени тĕнчере тăнăçлăха упраса хăварма пулăшать. Çак пулăм вара чĕлхесене упраса хăварас тата аталантарас тивĕçе аса илтерсех тăрать.
Тӑван чĕлхене лайӑх пĕлни тепĕр чĕлхене вĕренме, унӑн уйрӑмлӑхĕсене тĕплĕнрех ӑнланма, ҫавна май ытларах пĕлӱ туянма пулӑшать. «Пĕр 5-6 ҫул хушшинче Европӑри тĕп чĕлхесене пурне те вĕренме пулать. Пĕр чĕлхене вара ĕмĕр тӑршшĕпех вĕренес пулать. Ку вӑл – тӑван чĕлхе», – тенĕ Вольтер.
Чăвашăн авалтанпах хăйĕн чĕлхи пулнă. Пирĕн мăн асаттесем пин çул каяллах чăвашла калаçнă, тăван чĕлхене ламран лама, йăхран йăха халалласа пынă, куç пек упраса пурăннă. Эпир те мăн асаттемĕрсен ятне ярар мар – тăван чĕлхене манар мар. Тӑван чĕлхе пуянлӑхĕшĕн, унӑн тасалӑхĕпе илемĕшĕн, пуласлӑхĕшĕн тӑрӑшар, хамӑр мӗн тума пултарнине тӑвар…